Анчах тупрана вӗсем хӑйсен ырлӑх-пурлӑхӗ валли уйӑрмӗҫ — кӗнеке кӑларма ярӗҫ.
Республикӑра ача-пӑча валли шӑрҫалакансен кӗнекисен алҫырӑвӗсен конкурсне ирттернӗ. Ӗҫсене ӗҫ тӑвакан влаҫра, ӑслӑлӑхра, общество организацийӗсенче, аслӑ шкулсемпе вулавӑшсенче тӑрӑшакансенчен тӑракан комисси хакланӑ. Хайхисем авторсен чӗлхине, стильне, композицине, ҫавӑн пекех вӑл е ку кӗнеке ача-пӑчашӑн мӗнпе усӑллӑ пулассине тишкернӗ. Конкурса 19 автор пурӗ 27 ӗҫ тӑратнӑ иккен. Сӑмах май, пӗлтӗр ун пек кӑмӑллисем сахалрах пулнӑ — ун чухне 16 автор 17 алҫыру сӗннӗ.
Ҫапла вара кӑҫалхи конкурсра шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли тесе __Арсений Тарасов__ ҫырнӑ «Чӑваш кӗпи» кӗнеке 50 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑтам шкул ӳсӗмӗнчисем валли шӑрҫаланӑ хайлавсенчен __Владислав Николаевӑн__ «Хула хӗрачин ялти путишӗсем» ал ҫырӑвне палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кун ҫути кӑтартма хыснаран 75 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли вара республика гранчӗ шучӗпе __Елен Нарпи__ «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнеке пичетлеме пултарӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |