Ҫак кунсенче __Элӗк районӗнчи__ __Павлушкӑнь__ ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулхи ниҫта ӗҫлемен арҫына хирӗҫ пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗн тӗпчевӗ вӗҫленнӗ. Хайхи ҫынна хӑйӗн арӑмӗн сывлӑхне хытах хавшатса асӑрханнуллӑ пулмасӑр вӗлернишӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Йӗрлев тӗпчевӗ тӑрӑх, ҫурлан 24-мӗшӗнчи хайхи арҫын самай хӗренкеленӗ пулнӑ, те ҫакна пула вӑл урайӗнче выртакан 51 ҫулхи арӑмне хӗнеме тытӑннӑ. Вӑл аллӑпа та урапа та арӑмне пуҫран, хырӑмран тата ытти кӗлетке пайӗсенчен тапнӑ пулнӑ.
— Хытах ватнине пула хӗрарӑм кӑшт тӑхтасан вилсех кайнӑ. Упӑшки вара пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн тепӗр ик кун ӗҫке ярӑннӑ, арӑмӗн вилли вара ҫенӗкрех выртнӑ. Икӗ талӑкран вара, ҫурлан 27-мӗшӗнче хайхи арҫын хурал йӗркине шӑнкӑравлама хӑю ҫитернӗ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри йӗрлев комитечӗн пресс службинче.
Паянхи куна асӑннӑ пуҫиле ӗҫне Кросноармейски судне леҫме те ӗлкернӗ, унта вара тӳре йышӑну палӑртӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |