Ҫак уйӑхӑн 22–24-мӗшӗсенче Украинӑн тӗп хулинче, Кейӳре (Киевра), украинистсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ иртмелле. Унта Чӑваш халӑх ӳнерӗн академийӗн халӑх академикӗ __Эдисон Патмар__ ҫыравҫӑ, фольклорист хутшӑнать.
Эдисон Иванович конгресра украин тата чӑваш халӑхӗсен фольклорӗнчи пӗрпеклӗхсем пирки тухса калаҫмалла. Сӑмах май, уншӑн ку тема ҫӗнӗлӗх мар. 2001 ҫулта иртнӗ ҫавӑн пек мероприятие хутшӑнса вӑл икӗ халӑхӑн пӗрпеклӗхӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унтанпа вӑл ахаль ларман паллах. Ҫавӑнпа та паянхи кун тӗлне, паллах, материал та самай пухӑннӑ.
Тепӗр хыпар та пур: Украина ҫыннине, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторне Николай Дмитриенкона, __Иван Патмар__ паллӑ фольклорист ячӗллӗ премипе чыслама палӑртнӑ. Премие 2015 ҫулта, ун чухне Иван Патмар ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет, савӑнӑнӑҫлӑ лару-тӑрура памалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |