__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ «Ҫулталӑк кил-йышӗ — 2013» конкурс иртрӗ. Унта районти вунӑ ял тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗринпе чылай ҫул хушши килӗштерсе, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнакан чыслӑ ҫемьесем хутшӑнчӗҫ.
Малти вырӑна 25 ҫул юнашар утакан ҫемье, __Хӗрлӗ Чутайри__ Хохловсен ҫемьи тухрӗ. Вӗсем район чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗҫ. Надежда Валентиновнӑпа и Юрий Михайлович районта асӑннӑ ҫынсем. Юрий Михайлович Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра художник-оформитель пулса ӗҫлет, унӑн мӑшӑрӗ — Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта пуҫламӑш классене ҫырма-вулама хӑнӑхтарать. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Надежда Хохлова районти класс ертӳҫисем хушшинче ирттернӗ «Самый классный классный» (чӑв. ~~Чи маттур класс ертӳҫи~~) конкурсра районта малти вырӑна тухрӗ.
Мӑшӑрӑн тӑватӑ ача. Аслӑ ывӑлӗ Димитрий Мускаври МАДИ институчӗн студенчӗ, иккӗмӗш ывӑлӗ Никита — Мускаври политехника институтӑн Шупашкарти филиалӗн студенчӗ. Хохловсем икӗ ача усрава илнӗ, вӗсем Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ, арҫын ачи 8-мӗш, хӗрачи 7-мӗш классенче.
Хохловсен ачисем яланах хастарлӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ, тӗрлӗ конкурс-олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |