Хыпарсемпе тӗнче тетелӗнче паллашакансен хушшинче Pussy Riot ушкӑна кӗрекен Надежда Толоконникова пирки пӗлмен ҫынсем ҫукрах пулӗ. Ӑна пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пуҫтахла ӗҫсемшӗн тытса чарнӑ, айӑплӑ тесе ҫурлан 17-мӗшӗнче икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупса лартнӑ.
Уйӑх каялла Лента.ру сайтра Надеждӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ — унта вӑл хӑйӗн прависене сӗмсӗррӗн пӑсни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫирӗп йӗрке тытнӑран вӑл хӑйне тепӗр тӗрмене куҫарма ыйтнӑ — Саранскри 14-мӗш колони ертӳҫисем ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ имӗш. Хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫлас тесе вӑл пӗр вӑхӑт выҫӑ та тытнӑ.
Ӗнер, иккен, Надежда Толоконниковӑна тепӗр тӗрмене куҫарма йышӑннӑ — Мускавра вырнаҫнӑ Христос Ҫӑлавҫӑн храмӗнче «Богородица, Путина прогони» юрра шӑрантарнӑшӑн айӑпланакана Чӑваш Республикинчи 2-мӗш колонине вырнаҫтарасшӑн. Надеждӑна малтанхи тӗрмерен ӗнер илсе тухнӑ имӗш, анчах __Улатӑра__ — 2-мӗш колони унта вырнаҫнӑ — ӑна хальлӗхе илсе ҫитереймен-ха иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |