__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем паян __Штанашри__ шкула уҫӑ урок итлеме пуҫтарӑнчӗҫ. Штанаш шкулӗ районтан 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ пулин те районти пур шкулти вӗрентекен те урок итлеме кӑмӑл тунӑ.
Пухӑннисем умӗнче __Питӗркассинчи__ вӑтам шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Людмила Валентиновна Жукова, чӑваш чӗлхи секци ертӳҫи «Современные подходы к преподаванию традиционных уроков чувашского языка и литературы в условиях введения ФГОС» (чӑв. ~~ФГОС кӗртнӗ май чӑваш чӗлхипе литературине традицилле уроксенче вӗрентмелли хальхи мелсем~~) темӑпа калаҫу ирттерчӗ, вӗрентекенсен умӗнче тӑракан ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ. __Штанаш__ шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекен Майоров Сергей Борисович пухӑннисене 5-мӗш класс ачисемпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ. Туслӑ класра 5 вӗренекен ҫеҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа ачасем класӗпех виҫӗ хутчен пӗчӗк хайлавсемпе «Тантӑш» хаҫатра пичетленнӗ, район хаҫатне те ҫырнӑ.
Урок теми «Алфавит ҫӗршывӗнче» (Вӑйӑ-ӑмӑрту) пулчӗ. Сергей Борисович вӗренекенсене алфавит пирки, фонетика, орфографи пирки аса илтерчӗ. Ачасем тӗрлӗ маршрутпа ҫулҫӳреве тухрӗҫ: алфавит хулин историллӗ палӑкӗсем, алфавит хулинче, пусӑм вӑрманӗнче, кану уҫланки, шутлавлӑх утравӗ, шырав тӑвӗсем ҫинчи саспаллисенчен сӑмах тӑвасси, вӑйӑ картинче, сывпуллашу хапхи умӗнче. Хӑнасем пиллӗкмӗшсем хастар пулнине курса савӑнчӗҫ. Настя Иванова, Наташа Парикова, Наташа Михайлова, Алеша Яшмейкин тата Стасик Манин урокра пултаруллӑ пулчӗҫ. Наташа Михайлова кану уҫланкине ертсе пычӗ. «Урокӗнче пултаруллӑ, ҫӗршывӗнче хаваслӑ», — терӗ Алеша Яшмейкин урока пӗтӗмлетсе.
Майоров Сергей Борисович шкулта 30-мӗш ҫул тӑрӑшать, чылай вӑхӑт вӑтам шкулӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен завуч пулса ӗҫлерӗ, халӗ чӑваш чӗлхи вӗрентет.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/153750/|**Сӑнсем**__ (10)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |