«Сӗтев» хаҫат хӑйӗн сайтӗнчен «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяна кӑларса пенӗ. Ҫапла тума вӗсене «Ростелеком» провайдер ыйтнӑ иккен, унсӑрӑн провайдер пӗтӗм сайта хуплама тивесси пирки каланӑ. Статьяна кӑларса пеме вара провайдертан Муркаш район сучӗ ыйтнӑ имӗш.
«Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяра чӑваш чӗлхипе лару-тӑру Чӑвашра ытла та йывӑр пулнине ҫырса кӑтартнӑччӗ, анчах чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен статьяна 2012 ҫулта «экстремислӑ» тесе йышӑннӑ. Кӑҫалхи юпан 10-мӗшӗнче вара Муркаш район сучӗ статья авторӗ Илле Иванов пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ, паллӑ журналиста __/news/4178.html|300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттерме__ йышӑннӑ, анчах вӑхӑт иртсе кайнине кура айӑплавран хӑтарнӑ.
__http://minjust.ru/ru/extremist-materials|«Экстремислӑ материалсен федераллӑ списокӗ»__ йыша хальхи вӑхӑтра пурӗ 2100 ытла япала кӗрет. «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статья вӑл списокра 1524-мӗш номерпа кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |