«Ҫармӑс ҫипуҫӗ хӑнана чӗнет» ятпа Йошкар-Олара наци костюмӗн пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 регионти ӑстасем пырса ҫитнӗ. Халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе йӗркелекен конкурса пирӗн патран та хутшӑннӑ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ Татьяна Петрова модельер; йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса илемлетекен тата наци пуканисем ӑсталакан маттурсем — Петрпа Нина Наумовсем; Шупашкарти ӳнер училищин преподавателӗ Ирина Шонова; И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткисем Валентина Ивановӑпа Юлия Григорьева тата __Кӳкеҫри__ «Паха тӗрӗ» фирма хутшӑннӑ.
Пирӗн маҫтӑрсем этнографи тумтирне юсаса ҫӗнетсе, ӑна хатӗрлес йӗркене ылмаштарса кӑтартнӑ. «Хальхи вӑхӑтри сцена тумтирӗ» номинацире II степеньлӗ диплома Татьяна Петрова тата «Паха тӗрӗ» фирма ҫӗнсе илнӗ. Асӑннӑ предприяти пирки каласан, конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫе Анастасия Андреева тӗрленӗ, модель авторӗсем — Ольга Ландышевӑпа Надежда Канашина. Пукане ӑсталакан Нина Наумовӑна вара конкурсӑн ятарлӑ дипломӗпе хавхалантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |