Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейски районӗн__ вырӑсла сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Упи ялӗн тӗп урамӗн лапамӗнче кунта ҫуралса ӳснӗ тата Раҫҫей I Патшалӑх Думинчи эсерсен фракцийӗн депутачӗ пулнӑ Я.А.Абрамов ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине паллӑ туса тата ӑна халалласа сквер уҫнӑ.

__Абрамов Яков Абрамович__ — Пӗрремӗш Патшалӑх Думин депутачӗ. 1873 ҫулхи юпан 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи ялӗнче ҫуралнӑ. 1934 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн ултӑ ача пулнӑ.

Пурнӑҫӗ: Тӑван ялти чиркӳ-прихут шкулӗнче вӗреннӗ. 1888 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 1890 ҫулхи акан 20-мӗшӗччен Хусанти учительсен семинарийӗн хатӗрленӳ класӗнче пӗлӳ пухнӑ. Унӑн авторитечӗ тӑван ялӗнче питех те пысӑк пулнӑ. Патшалӑх Думине суйлама вӑхӑт ҫывхарсан хӑй шухӑшне калама пултаракан ҫамрӑка ял ҫыннисем вулӑс пухӑвне суйласа яраҫҫӗ. Унтан ҫул Етӗрне уес пухӑвне выртать. Каярах сӑпайлӑ 33-ри Якова Хусан кӗпӗрнинчи суйлавҫӑсен Пухӑвӗ Патшалӑх Думин членне суйлать. 1906 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Пӗрремӗш Патшалӑх Думине лекнӗ.

Асӑннӑ тапхӑрта Яков Абрамович нимӗнле партире те тӑман-ха. Пӗрремӗш Патшалӑх Думи хӑйне салатса яриччен 72 кун ӗҫленӗ. Дума 1906 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш енрен икӗ депутат — Я.А. Абрамов тата К.В. Лаврский юрист хутшӑннӑ.

Я.А. Абрамов «Хыпар» хаҫатӑн чи активлӑ ҫыравҫи пулнӑ Н.В. Никольскипе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Пӗрремӗш Дума правительствӑн саккунпа килӗшсе тӑман ӗҫӗ-хӗлӗ пирки депутатсем чылай ҫивӗч ыйтусемпе запрос ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ патша ку Пухӑва салатса янӑ та ӗнтӗ.

Я.А. Абрамов яла таврӑннӑ. Ӑна Упи вулӑс старшинине, вулӑс ӗҫ тӑвкомӗн председательне ҫирӗплетнӗ. Яков Абрамович Етӗрне уесӗнчи, каярах Хусан кӗпӗрнин ҫӗр управисен членӗ пулнӑ. 1918 ҫулта Етӗрнери уесри вак кредит кассин пуҫлӑхӗнче, кайран Упи вулӑсӗнче потребительсен обществин ертӳҫин секретарӗнче ӗҫленӗ.

Сквера чаплӑ лару-тӑрура уҫма Красноармейски район пуҫлӑхӗ Григорьев В.Н., район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Молотков С.Л., ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Степанов Ю.В., Раҫҫей Патшалӑх Думинчи «Тӗрӗслӗхлӗ Раҫҫей» парти фракцийӗн депутачӗ Аксаков А.Г. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николаев В.И., Краснов П.С., Кушев И.А., Николаев О.А.; Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Николаев С.А. килсе ҫитнӗ.

Пухӑннисем сквера уҫнӑ хыҫҫӑн Я.А.Абрамовӑн пулас палӑкӗ вырӑнне чул хурса хӑварнӑ, тавралла йывӑҫсем лартса илемлетнӗ. Палӑка 2014 ҫулта ҫуркунне уҫма палӑртнӑ.

Уявӑн иккӗмӗш пайӗ Упи ял тӑрӑхӗн клубӗнче иртнӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑ концертпа вӗҫленнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть