Ыран, юпан 26-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче __Чӑваш наци конгресӗн__ VIII Аслӑ Пухӑвӗ пулать. Унӑн ӗҫне 300 яхӑн делегат тата 250 яхӑн хӑна хутшӑнмалла. Съезд 11:00 сехете пуҫлать.
Кун йӗркинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ VII-мӗш съезд хыҫҫӑн ирттернӗ тата малашне тумалли ӗҫсене сӳтсе явӗҫ, ревизи комиссийӗн отчётне итлӗҫ. Аслӑ Пуху йышӑнмалли хӑш-пӗр документсемпе вӗсен сайтӗнче паллашма пулать.
Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтусем хушшинче ЧНК Президентне суйласси пулӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе халӑх ЧНК ӗҫӗнче улшӑнусем пуласса кӗтет. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫакӑнпа килӗшеҫҫӗ-килӗшмеҫҫӗ-и, анчах мӗн пытармалли пур — халӑх вӗсен ӗҫне пысӑках хакламасть. Кӑна эпир маларах ирттернӗ ыйтӑм та ҫирӗплетет. __/iytam/7.html|«ЧНК ӗҫӗ-хӗлӗ сире тивӗҫтерет-и?»__ ыйту ҫине 30 ытла ҫынран 2-мӗшӗ кӑна тивӗҫтерет тесе хуравланӑ, ыттисем вара япӑх ӗҫленине тата ӗҫне лайӑхлатмалли пирки пӗлтернӗ.
Президент вырӑнне йышӑнмалли кандидатсен йышӗнче хальлӗхе тӑватӑ ҫынна палӑртнӑ: **Клементьев Валерий Леонидович** (юрӑҫ, усламҫӑ, хальхи вӑхӑтра ЧНК Президенчӗн ӗҫне пурнӑҫлакан); **Лукианов Николай Егорович** (юрист, ЧАП партине йӗркелеме хутшӑннисенчен пӗри); **Портнов Константин Петрович** (ЧНК ӗҫтӑвком ертӳҫи); **Тимӗр Тяпкин** («Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗн ертӳҫи). Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх влаҫ тытӑмӗнчи тӳре-шара ЧНК ертӳҫинче **Угаслов Николай Фёдоровича** курасшӑн. Чӑннипе, миҫе кандидат пулассине Аслӑ Пухара пӗлтерӗҫ пулас, ЧНК сайтӗнче кун пирки информаци ҫук. Хӑвӑр кама кӑмӑлланине вара эсир __/iytam/12.html|пирӗн сайтри ыйтӑмра__ пӗлтерме пултаратӑр. Тимӗр Тяпкинсӑр пуҫне — ун пирки информаци ыйтӑма уҫнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫитрӗ — пур кандидата та унта палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |