Ҫак кунсенче Россельхознадзорӑн республикӑри управленийӗ __Тӑвай районӗнчи__ __Турикас Тушкил__ ял тӑрӑхӗнче ҫӗрпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Унта ҫӗр лаптӑкӗ 5 476 гектарпа танлашать иккен, ҫав шутран пысӑк пайӗ, 4 356-шӗ, ял хуҫалӑх тӗллевли. Юлашкинчен асӑннинчен пысӑк пайӗ вырӑнти «Шимкусский» коооперативӑн тата Н.В. Морякова фермерӑн.
Хальхи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗ хуҫасӑр 79 ҫӗр пайне харпӑрлӑха куҫарассипе ҫине тӑрать иккен. Лаптӑкпа пӑхсан, ку вӑл 165 гектар пухӑнать. Йӑлари хытӑ каяшсене турттарма пӗр предприятипе килӗшӳ тунӑ-мӗн. Ирӗк паман вырӑна ҫӳп-ҫап тӑкнӑ икӗ факт пӗлтӗр пулнӑ-ха. Ҫӳп-ҫапа пырса тӑкнӑ ҫынсене тупса хайхисене штрафламалла тунӑ. Хальхи вӑхӑтра Турикас Тушкил тӑрӑхӗнче тек кӑлтӑк асӑрхаман.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |