Федерацин монополипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен службин республикӑри управленине __Улатӑр__ хула администрацийӗ пирки ҫӑхав пырса ҫитнӗ. Хута ҫырнӑ тулли мар яваплӑ общество хула администрацийӗ хӑйне аукциона пустуйранах хутшӑнтармасӑр хӑварнӑ тесе евитленӗ.
Конкурсӗ ишӗлекен ҫурт-йӗрен ҫынсене хӑтлӑ хваттерсене куҫарма ҫурт тума подрядчика суйлассипе йӗркеленӗскер пулнӑ иккен. Контракт хакӗ 4,7 миллион тенкӗ ытларахпа танлашнӑ. Конкурса хутшӑнакансен ӗҫе пурнӑҫлама килӗшнине палӑртмалла пулнӑ. Монополипе кӗрешекенсем патне каярах ҫӑхав шӑрҫаланӑ общество килӗшнине пӗлтернӗ. Анчах ӑна аукциона хутшӑнтармасӑр хӑварнӑ. Монополипе кӗрешекенсем аукциона саккуна пӑсса ирттернине палӑртнӑ, апла тӑк унӑн кӑтартӑвне ҫывӑх вӑхӑтра пӑрахӑҫламалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |