Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ теме юрататчӗ кукамай. Чӑн та, аптӑрасан ҫын таҫта та ҫитет пуль ҫав. Хӑшӗсем, ав, республика Элтеперӗ патне те ним мар вӗҫтереҫҫӗ. Акӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ кун, юпан 24-мӗшӗнче. Ун патне тӗрлӗ ыйтупа пыракан пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Галина Филиппова, ав, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче вырнаҫнӑ эрех-сӑра сутакан заведенисем пирки тарӑхса пӗлтернӗ. Ӗҫсе-хыпса лартнӑ ҫынсем вӑрҫӑ-харҫӑ пуҫласа та кансӗрлеҫҫӗ иккен.
__Шупашкар районӗнче__ пурӑнакан Ирина Московцева нумай ача амӑшӗ тата __Шупашкарти__ сусӑр ача амӑшӗ Наталия Доброхотова ҫурт-йӗр ыйтӑвӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. Нумай ачаллӑ ҫав ҫемье валли ҫурт туса пӗтернӗ те иккен, шывпа, ҫутӑпа тата газпа тивӗҫтерсен унта куҫма кӗҫех май килӗ. Сусӑр ачаллӑ ҫемье вара общежитинче хӗсӗнсе пурӑнать. Хваттерпе тивӗҫтермелли пирки суд йышӑну та кӑларнӑ-мӗн-ха. Ыйтӑвӗ хальлӗхе татӑлман. Михаил Игнатьев рсепублика хыснинче кӑҫал валли 30 миллион тенкӗ укҫа пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Вӑл суд йышӑнӑвне тивӗҫтерсе ҫурт-йӗр тума палӑртнӑскер иккен. Апла тӑк Доброхотовсен ыйтӑвӗ те кӗҫех татӑлмалла. __Шупашкар районӗнчи__ __Митрофанкассинче__ пурӑнакан Алексей Козлов Учительсен урамӗнче (вӑл ҫӗнӗ урам) газ та, шыв та, ҫутӑ та ҫуккишӗн пӑшӑрханать-мӗн. Михаил Игнатьев ку ыйтӑва ятарлӑ комиссипех тӗрӗслеме шантарнӑ. Йышӑнӑва ыпнисем ытти ыйтӑва та хускатнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |