Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн залӗнче Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ.
Съезда Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, тӗрлӗ министрсем тата ытти тӳре-шара хутшӑнчӗҫ. Ларӑва ЧНК вице-президенчӗ Ивантаев Пётр Васильевич ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Геннадий Архипов, Николай Угаслов пулчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш ыйтура ЧНК-ан ҫӗнӗ Президентне суйласси пулчӗ. Суйлава пурӗ виҫӗ кандидат тӑратрӗҫ — Николай Угаслова, Николай Лукианова тата Валерий Клементьева. Валерий Леонидович, хӑйне сӑмах парсан, унӑн кандидатурине шута илмесӗр, уншӑн сасӑласшӑннисене хӑйӗн сассисене (самоотвод пачӗ) Николай Угасловшӑн пама сӗнчӗ. Ҫапла май икӗ кандидат хушшинче суйламалла пулчӗ.
Суйлав тӗлне залра пурӗ 245 делегат юлчӗ, вӗсенчен 168-шӗ хӑйӗн сассине Николай Фёдорович Угаслова пачӗҫ. Лукианов Николай Егоровичшӑн вара пурӗ 43 сасӑ ҫеҫ пухӑнчӗ. Ҫапла май, Устав тӑрӑх 2/3 пайӗ килӗшет тесе, ҫӗнӗ Президент пулма АХО «ТУС» компанийӗн ертӳҫине Николай Угаслова суйларӗҫ. Валерий Клементьева вара пӗрремӗш вице-президенчӗ вырӑнӗнчех хӑварчӗҫ. Тӗрӗссипе ытти вице-президентсем те Мӑн Канаш пайташӗсем те улшӑнмарӗҫ темелле — ҫапла май ЧНК ӗҫӗнче, пӗр Архипов кайнипех, ытлашшиех улшӑнусем пуласса кӗтесси ҫук пуль.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |