Иртнӗ юнкун, юпан 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Хушу алӑ пуснӑ — 2014 ҫулхи Республика Кунне __Шупашкарта__ тата __Комсомольски районӗнче__ ирттермелли пирки ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ района ятарлӑ ӑмӑрту ирттерсе палӑртнӑ иккен. __Михаил Игнатьев__ хӑйӗн сӑмахӗнче Каҫалсем чи лайӑх хӑтлав кӑтартнине пӗлтернӗ. «Вӗсем чи лайӑх хӑтлав кӑна тӑвайраҫҫӗ тесе ан шутлӑр, ӗҫре те вӗсем яланах хастар!» — тенӗ вӑл.
Хушупа килӗшӳллӗн район Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмелле — вӑл укҫана инфраструктурӑна аталантарма ямалла. Тепӗр май каласан, ялсемпе урамсене капӑрлатма тата илемлетме.
Ҫитес Республика Кунӗнчи мероприятисен планӗ хальлӗхе хатӗр мар-ха, ӑна тума Министрсен Кабинетне хушнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ плана «Акатуя» уявлассине, ҫавӑн пекех культура тата спорт мероприятисене кӗртмеллех тенӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |