Ӗнер __Муркаш районӗнче__ казахсен номерӗллӗ автобуса тытса чарнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ыйтнине тӳрех пурнӑҫлама васкаман-ха вӑл — пӗрех лешсем ӑна чарнӑ-чарнах.
Унта ларса пыракан ҫынсен докуменчӗсене, вӗсем 94-ӗн пулнӑ, тӗрӗслеме тӑрсан хайхисем ҫапӑҫмах пуҫланӑ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисен хушшинче пирӗн ҫӗршыва саккунлӑ мар майпа килнисем 42 пассажир тупӑннӑ. Автобусра ларса пыракан мӗнпур пассажиртан пӗри таджик пулнӑ, ыттисем Узбекистанра ҫыннисем иккен. Автобус водителӗсем казах ҫыннисем-мӗн. Йӗрке хуралҫисемпе хирӗлнӗ вӑхӑтра пӗр инспекторӑн тумтирне ҫурса пӑрахнӑ тата жезлне хуҫса пӑрахнӑ имӗш. Ҫакӑн хыҫҫӑн вырӑна полцин хушма нарядне чӗнсе илнӗ.
Халӗ ку факт пирки йӗрке хуралҫисене пӑхӑнманшӑн, ҫынсене саккунлӑ мар майпа пирӗн ҫӗршыва илсе кӗнӗшӗн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗр пассажир вара наркотик таврашне усӑ курнине палӑртнӑ.
Раҫҫее саккунлӑ майпа ирӗк илмесӗр Раҫҫее килнисене маларах __Шупашкарта__ «Инди таварӗсем» курав вӑхӑтӗнче пысӑк йышпа тытса чарнӑ. Курав унччен тӗрлӗ регионта пулнӑ иккен, пирӗн патри миграци службин ӗҫченӗсем вара вӗсемпе кӑсӑкланнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |