__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ Чӑваш академи драма артисчӗсене Ирина Садовниковӑпа Николай Булаткина асӑнса театр пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Асамлӑ чаршав» фестиваль иртрӗ. Юпан 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗнче фестивале пӗтӗмлетрӗҫ. Куракансем умне районти 10 ял тӑрӑхӗсенчи 11 коллектив хутшӑннӑ. Вӗсем Сергей Белов, Николай Сидоров, Николай Угарин, Виктор Петров, Петр Осипов, Николай Коляда, Арсений Волков, Ефим Никитин тата Анатолий Кудрявцев пьесисемпе сцена ҫине тухрӗҫ. Уяв каҫӗнче кашни коллектив спектакльти пӗр эпизода сӑнласа пачӗ. Жюри членӗсем районти культурӑпа спорт пуҫлӑхӗ Александр Самсонов, культура енӗпе ӗҫлекен эксперт Алина Михуткина, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Роберт Галимов 11 спектакле хакланӑ.
Кашни коллективах питех те пултарулли палӑрнӑ, ҫавӑнпа та 1-мӗш вырӑна никама та паман. 2–3-мӗш вырӑнсене вара ҫаксем тивӗҫнӗ:
2-мӗш вырӑн — Ачкасси ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ;
3-мӗш вырӑн — Атнарсем, Хусанушкӑньсемпе Штанашсем.
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире Н. Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» спектакльти Кулине рольне ӑста сӑнарланӑшӑн Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи Ираида Пакрушова тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх эпизод» номинацире Арсений Волковӑн «Туй икерчи» спектакльти Глафира ролӗшӗн Атнар ял тӑрӑхӗнчи Галина Ванягинӑна палӑртнӑ.
«Чи ӑста режиссер» номинацире вара Ачкасси ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗнчи Николай Пономарев ҫӗнтернӗ.
«Чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Н.Угарин пьеси тӑрӑх лартнӑ «Улькка кинӗн виҫӗ кинӗ» спектакльти Моколь ролӗшӗн Питӗркасси ял тӑрӑхӗн артисчӗ Николай Чернов тивӗҫнӗ.
Фестивале Чӑваш драма артичсӗсем те хутшӑнчӗҫ: Петр Садовников, Валерий Карпов, Геннадий Медведев, Александр Яковлев, Сергей Иванов, Марина Яковлева, Николай Сергеев, Галина Кузнецова, Николай Котеев тата чӑваш эстрада ӑсти Сергей Кувшинов. Вӗсем пухӑннисене «Укҫа чул кастарать», «Килех килчӗ тур ҫырни» спектакльсенчи самантсемпе савӑнтарчӗҫ. «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑна вара пӗтӗм зал артистсемпе пӗрле шӑрантарчӗ. Петр Садовников театр артисчӗсене Ирина Садовниковӑпа и Николай Булаткина асра тытнӑшӑн чунтан тав туса пурне те ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.
__https://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=top&id=2636706|**Сӑнсем**__ (103)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |