__Шупашкарти__ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнчи халӑх инструменчӗсен тӗслӗхлӗ «Эревет» ансамблӗн ертӳҫи Сергей Федотов сцена ҫинче 35 ҫул пулнине паллӑ тунӑ.
Пултаруллӑ ҫын ертсе пыракан ҫав ансамбле республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Тепӗр тесен, хамӑр ҫӗршывра кӑна-и, чикӗ леш енче те ют мар.
Паллӑ кунпа саламлама Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварята» халӑх ташӑ ансамблӗ, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Зинаида Козлова), __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Пуянкассинчи__ «Аххаяс» фольклор ушкӑнӗ тата тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, сӑмахран, Сергей Федотова тата «Эревете» конгресӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. «Эревет» ертӳҫи пирки ӑшӑ сӑмах каланӑ профессионалсен шутӗнче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫине, Раҫҫей халӑх артистне Юрий Васильева тата ыттисене асӑнма пулать.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2636847|**Сӑнсем**__ (20)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |