Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче __Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче__ «Театр тӗс-сӗмӗ» курав уҫӑлать. Ӑна республикӑри театр ӗҫченӗсен союзӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Курава асӑннӑ пӗрлешӳ членӗсен — паллӑ художниксен — ӗҫӗсене тӑратӗҫ. Ҫавсен шутӗнче Валентин Федоровӑн, Владимир Шведовӑн, Светлана Звереван, Надежда Васильеван, Ольга Юшкован, Владимир Карповӑн, Анатолий Розовӑн тата ыттисен ячӗсене асӑнса хӑварма пулать.
Хӑшӗсем пьеса спектаклӗн ҫурри кӑна, иккӗмӗш пайне пултаруллӑ художник туса ҫитерет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑшра чӑнни те ҫук мар-тӑр. Художник спектакле «стиль» кӗртнине шута илсен пушшех те. Тепӗр тесен, ҫӗр хут илтиччен пӗр хут курни аван-ҫке. Апла тӑк ӳркенмесӗрех курава ҫитсе килнине нимӗн те ҫитес ҫук.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |