Ыран __Шупашкара__ Хосе Асебильо испани архитекторӗ килмелле. Республикӑн тӗп хулинче вӑл пӗрремӗш хут мар. Хальхинче вӑл __Шупашкарӑн__ тӗп пайӗ тата ун ҫывӑхӗнчи территори епле пулсан аванраххине калӗ, сӗнӳсем парӗ.
Официаллӑ мар лару-тӑрура халӑхпа сӳтсе явассине ыран Карл Маркс урамӗнчи 52-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра, 222-мӗш пӳлӗмре 16 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен сӳтсе явма палӑртнӑ. Тӗлпулӑва журналистсене, блоггерсене, хула аталанӑвӗпе кӑскӑланакан мӗнпур ҫынна йыхравлаҫҫӗ.
Хосе Асебильо пирки каласан, хула тӑвас ӗҫре вӑл тӗнчери пысӑк специалистсенчен пӗри. Асебильо, сӑмахран, Швейцаринчи Архитектура тытӑмӗсен офисӗн студийӗн тӗп архитекторӗ, Барселонӑри хула аталанӑвӗн агентствин тӗп директорӗ, Британи архитекторӗсен королевски институчӗн хисеплӗ членӗ, Гарвардри дизайн курсӗн профессорӗ, Швейцаринчи Луганӑри архитектура факультечӗн профессорӗ, Лондон мэрӗн канашҫи, тӗрлӗ преми лауреачӗ. Хосе Асебильо Барселонӑна 1992-мӗш ҫулхи Олимп вӑййи валли хатӗрленӗ. Вӑл Европӑри тата Раҫҫейри чылай хула аталанӑвӗ пирки сӗнӳсем панӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |