Хаҫат-журналти хӑш-пӗр пӗлтерӗве ӗненсен темле амака та ҫӗнтерме пулать. Ун валли темех те кирлӗ мар тейӗн. Сӑмахран, вӗрсе суракан патне кай та ӗҫӗ-пуҫӗ те пӗтнӗ. Аптӑранипе теприсем тем тума хатӗр ҫав — ӗненеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем оккультизмпа асамлӑ пулӑшу тенине сывлӑх сыхлавӗ ҫинчен калакан саккунта ҫирӗплетесшӗн. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Оккультизмпа асамлӑ пулӑшу шутне медицина пӗлӗвӗ илмен ҫынсем организмӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кура сипленине кӗртеҫҫӗ иккен. Профессилле мар пулӑшӑва медицина ӗҫченӗсем е медицина организацийӗсем пӑхса тӑнипе кӳмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен асӑннӑ проект авторӗсем. Ҫавӑн пек аппаланакан ҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулмалла. Ӑна федерацин субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗ памалла. Ҫапах та асӑннӑ пулӑшӑва пурне те кӳме юрамасть. Ҫавсен шутне онкологи, инфекци чирӗпе, наркоманипе, психикӑн йывӑр чирӗсемпе аптӑракансене, ҫиеле юлнӑ хӗрарӑмсем ҫав тапхӑр кӑткӑссӑн пыракансене, СПИДпа чирлисене, операци тумаллисене кӗртнӗ. Асӑннӑ пулӑшӑва саккуна пӑсса кӳрекенсене 2 пинтен тытӑнса 10 пин тенкӗ таран штрафлассине пӑхса хӑварнӑ. Саккун проектне ырласан вӑл ҫитес ҫултан вӑя кӗмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |