__Вӑрнар районӗнчи__ __Кӳльхӗрринче__ ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ФАПсене унта та кунта уҫаҫҫӗ те ку хыпарпа никамах та тӗлӗнтереймӗн. Инҫе ҫӗре тухтӑр патне кайма ҫулланнӑ ҫынсене вырӑнта тухтӑр ҫурчӗ пурри лайӑх лайӑх ӗнтӗ. Унтан та ытларах — шурӑ халатлисем ӑш кӑмӑллӑн пуплесен аван. Юрӗ, ку вӑл чунри пулчӗ тейӗпӗр.
ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хӑй пырса ҫитнӗ. 35 ҫул ытла фельдшерта ӗҫленӗ Эмма Софроновӑна сӑмах панӑ та, вӑл ҫынсем валли мӗнпур услови туса панине палӑртса хӑварнӑ. «Кашни ҫемьере виҫӗ ачаран кая мар ҫуралтӑр», — хушса хунӑ вӑл юлашкинчен.
Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче ҫынсене Ираида Туйкина фельдшер йышӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |