Ӗнер Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Ватӑ хурӑн историйӗ» премьера кӑтартнӑ. Ӑна Серби режиссёрӗ Амела Вученович лартасси пирки __/news/3802.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Пуканесен художникӗ те кунти художник мар — Тольяттинчен килнӗ Елена Бабкина. Композиторӗ вара хамӑр патриех — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин.
«Мана сирӗн актёрсемпе тата «лартакан цехсемпе» ӗҫлеме кӑмӑллӑ пулчӗ», — тенӗ Амела Вученович. Спектакльте Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Светлана Кокшина, ҫавӑн пекех Алина Каликова, Людмила Казимир, Станислав Крылов, Дмитрий Львов выляҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |