Паян Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ 90-мӗш концерт сезонне уҫнӑ. Ҫак ятпа вӗсем куракана __Федор Лукин__ композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ программа хатӗрленӗ. Коллектива чӑваш професси музыкин никӗсне хываканӗсем Ф.П. Павловпа В.П. Воробьев пуҫарса янӑ. Пӗрремӗш концерта ансамбль 1924 ҫулта __Шупашкарта__ лартнӑ. Малтанхи кунсенчех пуҫласа ушкӑн халӑх юррисене пухассипе тата вӗсене илемлетессипе ҫине тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах репертуара вырӑс тата анӑҫ ҫӗршывсен авторӗсен прозведенийӗсене те кӗртнӗ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне Раҫҫейре кӑна мар, чикӗ леш енче те аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл ушкӑн Пӗтӗм Союзри тата Пӗтӗм Раҫҫейри смотрсен, республикӑри К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауриачӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |