Республикӑри вӑрман хуҫалӑхӗсен ӗҫченӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене пама тӑрӑшни пирки пӗлтерет Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен тата экологи министерстви. Хальхи вӑхӑтра 30 шкул лесничестви пур иккен. Вӗсен ӗҫ-хӗлне 600 ытла хутшӑнать. Шкул лесничествисен пайташӗсем — тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем. Вӗсен вӑтам ҫулӗ 14-па танлашать. Ачасем вӑрман хуҫалӑхӗсенче туса ирттерекен тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хутшӑнаҫҫӗ. Тирпейленинчен тытӑнса вӑрмана упрамалли ҫинчен аса илтерни таранах.
Нумаях пулмасть Красноярск енӗнче шкул лесничествисен II съезчӗ иртнӗ те унта __Муркаш районӗнчи__ __Юнкӑ__ шкулӗнче вӗренекен Марина Хошкинӑпа Лейла Игнатьева тата унти биологи учителӗ Татьяна Ермакова хутшӑннӑ. Раҫҫей шайӗнчи ҫав мероприятие ҫӗршывӑн 43 регионӗнчи 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Кострома, Амур тата Ӗренпур облаҫӗсен ачисенчен тӑракан команда виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |