Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова.
«Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. ~~«Пророк земли чувашской»~~) кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа __Шупашкарта__ палӑк лартма планланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |