__Улатӑр__ хула пуҫлӑхӗ Михаил Марискин политика партийӗсен, общество пӗрлешӗвӗсен вырӑнти уйрӑмӗсен тата профсоюз организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ун пеккисем, сӑмах май, хулара 22 шутланса тӑраҫҫӗ иккен.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ курнӑҫура Улатӑр пуҫлӑхӗ хула епле аталанса пани пирки каласа кӑтартнӑ. Ваккӑн тавар сутасси, общество апатланӑвӗн ҫаврӑнӑшӗ, халӑха тӳлевлӗ пулӑшу кӳрессин калаӑпӑшӗ пысӑкланнӑ. Кӑҫал хулара 24 хваттерлӗ ҫурт хута янӑ, 4,3 километр тӑршшӗ ҫул сарнӑ, 15,5 километр тӑршшӗ шыв пӑрӑхӗ хунӑ, тротуарсем 5 километр ытла сарнӑ, нумай хваттерлӗ 5 ҫурт картишне хӑтлӑх кӳнӗ. Ытти ӗҫ-пуҫ пирки те асӑнса хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне плансемпе паллаштарнӑ.
Йывӑрлӑх пирки каласан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӳлевӗпе ҫынсен парӑмӗ 56,2 миллион тенке ҫитсе кайнӑ, ҫав шутарн ҫуррине яхӑнӗ — газпа.
Тӗлпулӑва пынисем нумай ыйту хускатнӑ. Вӗсем, тӗпрен илсен, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха, хулана хӑтлӑх кӳрессине, транспорт ҫӳреттерессине, сусӑрсене социаллӑ инфраструктура объекчӗсене ирӗклӗн кӗрсе тухассине пырса тивнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |