«Ӑрусен ҫыхӑнӗвӗ» ятпа ҫӗршывра конкурс ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ теме юрать. Кӑҫал та йӗркеленӗ ӑна. Хальхинче — тӑваттӑмӗш хут. Унта __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ пенсионерсен районти канашӗн председателӗ Р.Н. Ракова та хутшӑннӑ.
Мускаври мероприятие кайма тивӗҫиччен вӑл тӗрлӗ номинаципе виҫӗ ӗҫ тӑратнӑ: «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен», «Ватлӑх мана килте тӗл пулаймӗ», «Сывӑ ӳт-пӳре — сывӑ чун хавалӗ». Раҫҫейӗпе 270 проект пухӑннӑ. Вӗсенчен 50-шне суйласа илсе жюри интернет-сасӑлава кӑларнӑ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Р.Н. Ракова ӗҫӗсем 5,3 тата 1-мӗш вырӑнсене тухнӑ. Иккӗмӗш турӑн хаклавҫисем чи лайӑх 20 проекта суйласа илнӗ. Маларах асӑннӑ «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен» проект «Вӗренӳ программи» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Юпан 30-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |