Парижра пурӑнакан Ольга Николаева (Грелон) чӑвашла-хрантсусла словарь кӑларма ӗмӗтленни пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр — вӑл «Нарспи» мюзикл валли хрантсусла субтитр хатӗрлесшӗн иккен. Ҫак шухӑш патне вӑл кӑҫал ҫулла «Хавал» уйлӑхра пулнӑ хыҫҫӑн пырса ҫитнӗ. Аса илтеретпӗр, уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта Парижран килнӗ Ольга та хутшӑннӑ. Пӗччен мар, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрӗпе. Ольгӑн ашшӗ-амӑшӗ — __Канаш районӗнче__ ҫуралса ӳснӗскерсем. Анчах Чӑвашран тухса кайнӑ хыҫҫӑн кунта вӗсем пурӑнман, ҫулла пӗрер уйӑхлӑха килсе кайнипех ҫырлахнӑ. Мускаври патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ Ольга вырӑсла, хрантсусла, акӑлчанла пӗлет, халӗ нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Кунсӑр пуҫне халӗ, ав, чӑваш чӗлхине те ӑша хывнӑ.
«Нарспи» мюзикл вырӑс субтитрӗсемпе DVD ҫине тухнӑ хыҫҫӑн Ольга ӑна хрантсусла куҫарма шухӑшлать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |