Паян __Хӗрлӗ Чутайри__ вӑтам шкулта районти шкулсенче вӗренекенсем хӑйсен вӗрентекенӗсемпе пӗрле социалла проект тӑвас ӑсталӑхпа паллашрӗҫ.
Вӗренӗве __Шупашкарти__ «Эткер» пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Пухӑннисемпе «Эткер» центр директорӗ Панченко Наталия Леонидовна тата кунти методист Волкова Вера Александровна ӗҫлӗ тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Семинар теми вара «Пӗтӗм Раҫҫейри «Я — гражданин России» акцин республика этапӗ валли социаллӑ проект йӗркелеме вӗренесси» пулчӗ.
Шкул ачисем темиҫе ушкӑна пайланса проект теми суйласа тупрӗҫ. Наталия Леонидовна социаллӑ проект йӗркипе тӗплӗн паллаштарчӗ, кашни утӑмне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетрӗ. «Проект» сӑмах мӗн пӗлтерет, пӗрремӗш утӑм, иккӗмӗш... Проект ӗҫӗсенче тӗл пулакан йӑнӑшсем, проект тӗллевне тӗрӗс палӑртасси. Юлашкинчен кашни команда пухӑннисене хӑйсем хатӗрленӗ проектсемпе паллаштарчӗ: проект пӗлтерӗшӗ, суйласа илнӗ тема пирки информаци тупасси, ӑна пурнӑҫлас тесе мӗн-мӗн туни, юлашкинчен мӗн патне ҫитсе тухни — пӗтӗмлетӳ. Проектсенче ачасем ҫулсене тӗрӗс-тӗкел тытасси, шкул умӗнчи ҫула йӗркене кӗртесси, ҫутҫанталӑка варалас мар тесен мӗн тумалла, вулавӑшсенчи кӗнеке фондне пуянлатасси темӑсене проектланӑ.
«Кун пек тӗлпулусем ялти шкулта вӗренекенсен тавракурӑмне пуянлатаҫҫӗ, тавах сире, тепре тӗлпуличчен», — тесе сывпуллашрӗҫ тӗлпулӑва хутшӑннисем.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/153977/?p=0|**Сӑнсем**__ (13)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |