Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Геннадий Волков этнопедагог ҫинчен кӑларнӑ черетлӗ кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Черетлӗ тесе ахальтен каламарӑмӑр — тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсен шучӗ 500-тен те иртет иккен. Анчах унчченхисенчен нумайӑшӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. «Иртнӗ тапхӑрти сывлӑшпа ҫырнӑ кӗнекесем» текен те пулчӗ унта тухса калаҫакансенчен пӗри. Хальхи вара, «Пророк земли чувашской» ятли, раснарах тесе хакларӗҫ ӑна алла илсе шӗкӗлченисем. Тепӗр тесен, йӑлтах каласа пама кирлех те мар-тӑр — хӑвӑра тытса вулма сӗнетӗп.
Кӗнеке авторӗ — __Лидия Филиппова__. Ку вӑл унӑн пӗрремӗш «пепки» мар. Тӗрлӗ жанрпа ҫыракан автор уйрӑм ҫынсем пирки те халиччен ҫырман мар. Хальхине, шутпа илсен вун иккӗмӗшне, шӑрҫалас шухӑш тӗлӗкре килнӗ тесен тӗрӗс. Геннадий Никандровича лайӑх пӗлнӗскер унпа пӗрре кӑна мар сӑмахланӑ-юмахланӑ. Волков академик «симфони-кӗнеке кирлӗ» тесе те каламан мар иккен.
Хӑтлава учительсемпе преподавательсем, студентсем, Геннадий Волкова аван пӗлнӗ ҫынсем тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Геннадий Волковӑн шӑллӗ Анатолий Никандрович та пулчӗ. Хӑшӗсем «ентешӗсем, елчӗксем, шутлӑ килнӗ» тесе ӳпкелеме пӑхрӗҫ те, анчах вӑл тӑрӑхрисем пулчӗҫ-ха. Район администрацийӗнчен тӑрӑшакан килсе ҫитнӗччӗ. Ҫитменнине тата кӗнеке хӑтлавне каярах __Елчӗк районӗнче__ тата Мускавра ирттерме палӑртнӑ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |