Нумай пулмасть халӑх тетелӗсенче (выр. ~~социальные сети~~) эпир хамӑрӑн кӗтессене ҫавӑртӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра чылайӑшӗ хӑйӗн вӑхӑтне ҫав тетелсенче ирттернӗ май вӗсенчен айӑккинчен пӑрӑнса иртес темерӗмӗр.
Халӑх тетелӗсене эпир ҫав-ҫавах халь тин кӑна мар, маларах та куҫ хывса-ха. Сӑмахран, тахҫанах хамар хыпарсене Твиттерта тӗвӗтлетпӗр, унти пирӗн адрес: __https://twitter.com/ChuvashOrg|**twitter.com/ChuvashOrg**__. Ҫавӑн пекех «Однокласники» тетелте те кӗтес тахҫантанпах пур (__http://odnoklassniki.ru/chuvashorg|**odnoklassniki.ru/chuvashorg**__), анчах хыпарсене ун урлӑ пӗлтерме халь тин кӑна пуҫларӑмӑр-ха.
Юлашки вӑхӑтра вара хамӑрӑн кӗтесе «Контактра» (выр. «Вконтакте») тетелте йӗркелерӗмӗр — унти адрес __http://vk.com/chuvashorg|**vk.com/chuvashorg**__. Ҫавӑн пекех Фейсбукра та эпир халь пур: унта пире __https://www.facebook.com/groups/chuvashorg/|**facebook.com/groups/chuvashorg/**__ адреспа тупма пулать. Ку ушкӑнсем халь тин кӑна йӗркеленнӗрен ҫыннисем унта нумаях мар ҫав: Контактра пурӗ те 21 ҫын кӑна, Фейсбукра — 32. Енчен те эсир ҫав тетелсемпе усӑ куратӑр пулсан хамӑрӑн ушкӑнсенче хапӑл туса кӗтетпӗр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |