__Хӗрлӗ Чутайри__ «Хастар» спорткомплексра чӳкӗн 8-мӗшӗнче сӗтелҫи теннисла выляс енӗпе районти ӑмӑртусем иртнӗ. Унта районти шкул ачисем хастар хутшӑннӑ. Ӑмӑртусене 2001 ҫулта ҫуралнисем тата унран кӗҫӗнреххисем хушшинче иртнӗ — ҫулӗсене кура вӗсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ. 2001 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем хушшинче __Штанаш__ шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекен Вероника Макарова, арҫын ачасене илес пулсан вара ҫав шкулти Станислав Манин ҫӗнтернӗ.
1999-2000 ҫулхи хӗрачасем хушшинчи тупӑшура малти вырӑна __Питӗркасси__ шкулӗнчи Евгения Герасимова тухрӗ, иккӗмӗш вырӑнта Штанашри Роксана Хромова, виҫҫӗмӗшӗ Надежда Устинова (Штанаш) пулчӗ. Ку ушкӑнри арҫын ачасем пурте Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчен: Геннадий Данилов, Владимир Магаськин, Даниил Георгиевский.
1996-1998 ҫулта ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнсене ҫапларах йышӑнчӗҫ: Штанашри Вероника Тумашкова — пӗрремӗш, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсенче халӗ __Ҫӗнӗ Атикасси__ шкулӗнчи 10-мӗш класра вӗренекен Штанаш хӗрӗсем Ксения Семенова тата Алевтина Коннова. Арҫын ачасенчен Хӗрлӗ Чутай шкулӗн вӗренекенӗ Дмитрий Мидейкин, Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи Евгений Романов тата __Мӑн Этмен__ шкул вӗренекенӗ Михаил Григорьев ҫӗнтерчӗҫ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=news&id=2643880|**Сӑнсем**__ (33)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |