Чӑваш театрӗпе киноне йӗркеленӗ __Иоаким Максимов-Кошкинский__ ҫуралнӑ Тутар Республикинчи __Кӑнна Кушки__ ялне кайма __Етӗрне районӗнче__ пурӑнакансем тахҫанах ҫитсе килме ӗмӗтленни пирки пӗлтерет Етӗрнери тӗп вулавӑш ертӳҫи Н.А. Долгова. Мӗншӗн шӑпах етӗрнесем текенсене пӗлтерер — Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ — чӑваш хӗрарӑмӗсенчен кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ __Тани Юн__ Етӗрне районӗнчи __Чурпай__ ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вара ҫав тӑрӑхрисем Тутарстана тухса кайнӑ. «Туслӑхпа юрату кӗперӗ: Чурпай — Кӑнна Кушки» ят панӑ литературӑпа театр ретро-вояжне Етӗрне райадминистрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен Алиса Иванова ертсе пынӑ. Ҫывӑх мар ҫула кайма май килнинче ҫӳлерех асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн гранчӗ уйӑрса пулӑшнине палӑртмалла.
__Кӑнна Кушкинче__ чӑвашсене чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа, ҫавӑн пекех тутарсен чак-чак текен ҫимӗҫӗпе кӗтсе илнӗ. Экскурси Иван Яковлев музейӗпе паллашнинчен пуҫланнӑ. Вӑл ҫуралнӑ ҫурта, ӑна халӗ часовньӑна ҫавӑрнӑ, кӗрсе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти шкулта, вулавӑшра, ялти паллӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ мемориал комлексра пулнӑ.
Кайран етӗрнесем Кӑнна Кушкинчи культура ҫуртӗнче «Тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫӗкелннисем: Тани Юн тата Максимов-Кошкинский» литературӑпа театр куравӗпе паллаштарнӑ. Мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов тата Теччӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильдар Фаткуллов хутшӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |