Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне Шупашкарти районсем хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратура черетлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн пырса тухнӑ. Кунта сӑмах __Патӑрьелти__ парк пирки пырать.
Асӑннӑ ялти парка юсаса ҫӗнетесси пирки калаҫу тахҫанах пынӑ-мӗн-ха. Унта спорт тата вӑйӑ лаптӑкӗсем, аллея, фонтан тата район символне туса лартма палӑртнӑ. Парк тӑвас тенӗ май паркра мӗнпур йывӑҫа тенӗ пек касса пӗтернӗ-мӗн. Ҫапла хӑтланни ҫынсене кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл йывӑҫсене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем лартнӑ иккен. 63 йывӑҫа касни пирки ҫӑхав ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫитнӗ. Надзор органӗ йывӑҫсене саккуна пӑсса каснине, ҫакӑ ҫынсен правине тата саккунлӑ интересӗсене пӑснине палӑртнӑ. Тӑкак 800 пин тенке яхӑн иккен. Ку фактпа тӗпчев малалла пырать-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |