Кире пуканӗ ҫӗклекен __Улатӑрти__ Валерий Притуленкӑна спорта юратакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ. Чӑваш Ен ушкӑнӗпе вӑл Тӗнче тата Еврази чемпионачӗсене тата Гиннесӑн «300 спартанецӗ» рекорд номинацине хутшӑннӑ. Асӑннӑ ӑмӑрту иртнӗ уйӑхӑн 31 – чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗсенче Архангельск хулинче иртнӗ. Хӑйсен вӑйне виҫме ҫавӑн пекех __Канашри__ Владимир Понихидкин, __Шупашкарти__ Станислав Белков, __Шӑмӑршӑри__ Влдимир Шуряковпа Константин Кусаинов виҫнӗ.
Асӑннӑ ӑмӑртура Валерий Притуленко Гиннес рекорчсӗен кӗнекине лекнӗ. Ҫӗнтерӳпе ӑна Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Марискин саламланӑ. Валерий Иванович вырӑнти физкультурӑпа спорт комплексӗнче ачасене кире спорчӗ енӗпе ӑсталӑха хӑнӑхтарассипе тренер пулса тӑрӑшать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |