Республика прокуратури Чӑваш Енри историпе культура палӑкӗсенчен хӑшӗсем начаррине асӑрханӑ. Республика территорийӗнче федераци пӗлтерӗшӗллӗ историпе культура палӑкӗсем — 46, регион пӗлтерӗшлисем — 628.
__Улатӑрта__, сӑмахран, тӗрӗслев ирттернӗ те, вӑл енчи 40 обьектран 21-шӗн пахалӑхӗ пӑшӑрхантармаллипех пӑшӑрхантарать иккен. Тӑххӑрӑшӗнче никӗс тата стена ҫурӑлма тытӑннӑ иккен. Кирпӗчрен купаланӑ стенасем те ишӗлесшӗн иккен-ха. Ҫивиттисем те япӑхаҫҫӗ. __Йӗпреҫре__ тӑватӑ этнографи комплексӗнче юсав кирли сисӗннӗ. Асӑннӑ пурлӑха район администрацийӗ хӑйӗн балансӗ ҫине илменни те йӗркеллӗ япала мар.
Палӑксене тивӗҫлипе тытса тӑманнине ҫавӑн пекех Элӗк, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Етӗрне районӗсенче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче асӑрханӑ.
Тӗрӗслев тӑрӑх 24 представлени ҫырса панӑ, саккунлӑ мар тесе виҫӗ право актне пӑрахӑҫланӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тӗслӗх те тупӑннӑ. Представленисенчен пӗрне республикӑн Культура министерстви ячӗпе шӑрҫаланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |