Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл __Вӑрнар районӗнчи__ Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать.
Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина __Петр Эйзин__, __Любовь Мартьянова__, __Петӗр Яккусен__, __Алексей Аттил__, __Георгий Федоров__, __Михаил Сунтал__, __Марина Карягина__ тата __Надежда Сельверстрова__ сӑввисене тишкернӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗнче вара хальхи поэтсен тӗп харкамҫисем мӗншӗн трагедилле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине тӗпченӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |