Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑри вӑрман лаптӑкӗн **26 пин** ытла гектерӗнче хурт-кӑпшанкӑ хуҫаланать. Чи хӑруш лару-тӑру вара 16 пин гектарта иккен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗпе танлаштарсан ку виҫе 7,2 пин гектар сахалтарах-ха та, анчах хӗпертемелли ытлашшиех ҫук имӗш. Сӑмахран, юман тата катӑркас ҫулҫӑпӑран лӗпӗшӗ (выр. ~~листовертка~~) Вӑрнар, Етӗрне, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Шӑмӑршӑ вӑрман хуҫалӑхӗсенче уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ.
Сиен кӳрекен хуртсемпе кӗрешме республика 25 миллион тенкӗ ыйтнӑ имӗш, анчах ыйтнине тивӗҫтермен. Ҫавах та вӑрман хуҫалӑхӗ укҫасӑр лармасть — 2014–2016 ҫулсенче вӑрмана имҫамлама федераци хыснинчен 20,7 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Ку «кӗмӗлпе» пурӗ 16 пин гектар лаптӑка сапма пулать имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |