__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ пӗр фермер авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑнта пӗве тума тытӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна район администрацийӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курма тесе ҫӗр тара панӑ. Фермер ҫав ҫӗр ҫинче пӗвелеме шут тытнӑ. 100 тӑваткал метр ытла чавса тӑкнӑ вӑл. Тӑприне ҫырмана кайса пенӗ. Анчах пӗве тӗлӗ «Хула ҫучӗ» текен вырӑна лекнӗ иккен. Асӑннӑ археологи палӑкӗн ӗмӗрӗ пӑхӑр тапхӑрӗн вӗҫӗ тата тимӗрпе усӑ курма пуҫланӑ тапхӑрӗн пуҫламӑшӗ еннелле ҫывӑх иккен.
Археологи палӑкне сиен кӳнӗ тапхӑра палӑртассипе халӗ прокуратура ҫине тӑрат-мӗн. Фермер тӗлӗшпе археологи обьектне сиен кӳнӗшӗн тата хӑй тӗллӗн хуҫаланнӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |