__Ҫӗмӗрле__ хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫулла __/news/3115.html|пушар тухни пирки__ хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗччӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӑшӗсем хытах шар курнӑ, теприсем — кӑштах.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене резерв фончӗн шучӗпе кӗмӗл уйӑрса __/news/3150.html|пулӑшмалла пулнӑ__. Виҫӗ хваттерте пурӑнакан ҫынна ҫапла вара кашнин пуҫне 10-шар пин тенкӗ памалла тунӑ. Ытти хӑваттерте пурӑнакансене вара пурлӑх пӗтӗмпех е пӗр пайӗ сая кайнине саплаштарма 100-шер тата 50-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи виҫӗ хваттертисене вара ҫак тупра лекмен. Шывпа хӑш-пӗр япала юрӑхсӑра тухнипе шар курнисем капла лару-тӑрупа ҫырлахма пултарайман — прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Республика прокуратури кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттарса Чӑваш Енӗн финанс министрӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ. Ҫапла вара маларах асӑннӑ виҫӗ хваттерти ҫынсем валли тепӗр 240 пин тенкӗ уйӑрмалла тунӑ. Ҫынсене уйӑрса хӑварнӑ тесе Финанс министерствинче тӑрӑшакан яваплӑ пӗр специалиста вара дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |