__Красноармейски районӗнчи__ Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ.
Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен.
Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ.
Иккӗмӗш ыйтупа кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче Тӗмен тӑрӑхӗнче Ҫӗпӗрти чӑваш ялӗсем пуҫланса кайнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» епле иртни ҫинчен унта тӳрремӗн хутшӑннӑ Гурий Дубров ҫыравҫӑ тата юрӑҫӑ каласа пачӗ. Вӑл хӑй сӑввипе Ҫӗпӗрти чӑваш ялне халалласа ҫырнӑ юрра та юрларӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен тӗрленчӗксемпе очерксен кӗнекине калӑпласа кӑларасси пирки те пуплерӗ. Пухӑннисем те хӑй вӑхӑтӗнче Трак тӑрӑхӗнчи ялсенчи чӑвашсем Ҫӗпӗре куҫса кайнине аса илчӗҫ, ҫак пулӑмпа ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫу пуҫарчӗҫ. Ку темӑпа кашни ял тӑрӑхӗнче тӗл пулусемпе ҫавра сӗтелсем ирттермелли ҫинчен сӑмах куҫарчӗҫ, Ҫӗпӗр чӑвашӗсем тытакан ҫыхӑнусене вӑйлатмалли ҫинчен те сӑмах татрӗҫ.
Юлашкинчен шкул ачисене сӑмах пачӗҫ. Вӗсем хӑйсем тинтерех ҫырнӑ сӑввисене вуласа пачӗҫ, хатӗрленӗ юррисене юрласа пачӗҫ. Кунта уйрӑмах Красноармейскинчи, Тракри тата __Кӗҫӗн Шетмӗри__ шкулсенче вӗренекенсем маттур пулни сисӗнчӗ. Вӗсен пултарулӑхне Николай Янгер ҫыравҫӑ тишкерсе хак пачӗ, малашне та кун-ҫул таппинчен юлман сӑвӑ-калав ҫырма ӑнӑҫу сунчӗ. Аслӑ ӑрури ҫыравҫӑсемпе пултарулӑх ӑстисем те вӗсенчен кая юлас мар терӗҫ пулас. Юрӑ юрласа тата купӑспа чӑваш кӗвви каласа савӑнтарчӗҫ.
Лару литературӑпа пултарулӑх уявӗ пекех иртрӗ.
__http://nesterjankas.ucoz.ru/photo/chnk_an_asla_pukhave_khyccankhi_laru/21|**Сӑнсем**__ (43)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |