Вашингтон университетӗнчи (АПШ) физиксем стронций титаначӗн кристалӗнче ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. ~~фотопроводимость~~) асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ӑнсӑртран уҫнӑ иккен — университет сайчӗ ҫапла пӗлтерет. Ку пулӑма стронций титаначӗнче унччен сӑнаман имӗш, пуласса та шутламан.
Фотоярӑшлӑх — ҫурмаярӑшсен (выр. ~~полупроводник~~) уйрӑмлӑхӗ, пӗр-пӗр материал ҫине ҫутӑ ӳкнӗ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Витӗмӗ ҫакнашкал: фотонсем япалашри электронсене хускатаҫҫӗ, заряда куҫаракансен йышӗ ӳснӗрен ярӑшлӑх та пысӑкланать. Фотоярӑшлӑхпа тӗрлӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, копилекен аппаратсенче.
Ҫирӗп фотоярӑшлӑх (выр. ~~Устойчивая фотопроводимость~~) — хальтерех уҫнӑ пулӑм. Вӑл фотоярӑшлӑхӑн пайӑр уйрӑмлӑхӗ шутланать, пӗр-пӗр япалаша пӗчӗк тапхӑр ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн ярӑшлӑхӗ нумайлӑха тӑсӑлнипе ҫыхӑннӑ.
Стронций титаначӗ фотоярӑшлӑхне тӗпченӗ чухне ӑсчахсем ҫак япалан ҫирӗп ярӑшлӑхӗ валли пӳлӗм ӑшши те ҫителӗклӗ пулнине палӑртнӑ. 10 минут ҫутатнӑ хыҫҫӑн унӑн фотоярӑшлӑхӗ 400 хут ӳсни темиҫе куна тӑсӑлнӑ иккен. Ку виҫе пӗчӗк мар имӗш, ҫавӑнпа та малашне тен стронций титанатне компьютер хатӗрӗсене ӑсталанӑ ҫӗрте те усӑ курма пулӗ. Сӑмахран, компьютер асӑмӗ (выр. ~~память~~) валли.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |