Пӗр хут кӑна та мар. 2016 тата 2018 ҫулсенче хӑвӑрт утассипе Тӗнче кубокӗ __Шупашкарта__ иртмелле. Кун пирки Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ иккен.
Шупашкара сӗнсе ҫӗршывӑн ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн генсекретарӗ Михаил Бутов тухса калаҫнӑ. Сӑмах май, унта Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников та хутшӑннӑ иккен. Икӗ ҫулта пӗрре иртекен ҫак ӑмӑртӑва умлӑ-хыҫлӑ пӗр хулара иртни хӑвӑрт утассипе тӗнче историйӗнче те кӗтменлӗх иккен. Республикӑн Спорт министерстви ҫакна республикӑна шаннипе сӑлтавлать имӗш. Унччен Европа тата тӗнче кубокӗсене Чӑваш Енре ирттернине хӑшӗсем астӑваҫҫӗ-тӗр: Европа кубокне 2003 ҫулта, Тӗнче кубокне 2008 ҫулта йӗркеленӗччӗ. Раҫҫей кубокӗ вара ҫулсерен тенӗ пекех пирӗн патра иртет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |