Чӑваш наци вулавӑшне каллех Светлана Старикова ертсе пырӗ. Мӗншӗн каллех тенине тӳрех ӑнлантарса хӑварар-ха. Ҫак ӗҫре вӑл унччен те тӑрӑшнӑ. Пуҫлӑх пуканне вӑл 2002–2012-мӗш ҫулсенче йышӑннӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗ пулнӑ Роза Лизаковӑна директор тилхепине шанса панӑ хыҫҫӑн Старикова пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑчӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Лизакова пуҫлӑх ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑн ертӳҫӗ тивӗҫне Стариковӑна пурнӑҫлама шанчӗҫ.
Светлана Старикова 1955 ҫулта __Канаш районӗнчи__ __Анаткас Кипеч__ ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |