Ҫак шӑматкун СССР халӑх артисткин __Вера Кузьминан__ пултарулӑх каҫӗ иртет. Ятне каланипех ҫителӗклӗ ҫынсем пирӗн хушӑра йышлах мар. Вера Кузьмина вара шӑпах ҫавсен шутӗнчен. Унӑн хисеплӗ ячӗсем пирки каласа кайма кирлех те мар.
Вӑл чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче __Тӑвай районӗнчи__ __Енӗш Нӑрваш__ ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑйӗн ҫуралнӑ кунне вӑл тӑван ялӗнче те Тӑвайра та уявланӑ. Паллӑ кунпа саламлама унӑн пӗлӗшӗсемпе ачалӑхри тусӗсем пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗр спектакль пуҫӑнсанах ял артисткин сассине илтессишӗн радиоприемник ҫывӑхне вырнаҫнине аса илнӗ. Сцена ҫинче 60 ҫул вылянӑ хушӑра Вера Кузьмина епле кӑна роле калӑпламан-ши! Театра юратакансемшӗн вара вӑл паян кун та сцена ҫинче пулни чӑн-чӑн парне! Сӑмахран, «Укҫа чул кастарать» спектакле илер-и е тата тинтерех лартнӑ «Сутӑн илнӗ чыс» премьерӑна-и.
Ҫак шӑматкун вара Вера Кузьминан пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унта вӑл халӗ вылякан спектакльсенчи сыпӑксемпе пӗрлех театр ӳнерне кӑмӑллакансем пысӑка хурса хаклакан «Хура чӗкеҫ» моноспектакль пайӗ те пулӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=80&type=news&id=2649817|**Сӑнсем**__ (39)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |