Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул, вӗсенчен иккӗшӗ патшалӑхӑн шутланаҫҫӗ, Раҫҫейӗн Вӗренӳ министерстви ирттерекен рейтингра тухӑҫсӑртарах ӗҫлекеннисен списокне лекни пирки __/news/4398.html|маларах эпир пӗлтернӗччӗ__. Тухӑҫсӑртараххисен шутне лекни вӗсене хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме чарассине пӗлтермест иккен. Кун пирки республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ҫав рейтинга лекнисен шӑпине Мускавра сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Владимир Иванов министр ытти аслӑ шкулпа танлаштарсан педагогика университечӗ ҫапах та малтисен шутӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ. Рейтинга ытла та пысӑк критерисем тӑрӑх хатӗрлеҫҫӗ-мӗн. Унтан та ытларах — педагогика аслӑ шкулӗсем тухӑҫлах ӗҫлейменни педагогсене хатӗрлессин ыйтӑвӗсене пӑхса тухма вӑхӑт ҫитине пӗлтерет.
Культурӑпа искусство институчӗ пирки каласан, наци культури валли кадрсем хатӗрлеме аслӑ шкул кирлине вара Раҫҫей шайӗнче ӗнентерме-ӳкӗте кӗртме май килнӗ иккен. Кун пирки те республикӑн вӗренӳ министрӗ ӗнентернӗ. Унтан та ытларах — ку ӗҫе федералсем хутшӑнсан та ытлашши пулас ҫук тесе шухӑшлать Иванов министр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |