__Шупашкарта__ нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшӑну пирки черетлӗ канашлу иртнӗ. Унта Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ варнава, Альбир-хазрат Крганов муфти тата муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ.
Варнава шкулсенче «Православи культурин никӗсӗ» предмета вӗрентнӗ чух «ыйтуллӑ самантсемпе» тӗл пулни пирки чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Ҫакӑн ҫинчен «Ирӗклӗ сӑмах» сайт «Чӑваш Ен» ГТРК пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Асӑннӑ предмета пӗлтӗр шкул ачисенчен ҫурри вӗренес кӑмӑл тунӑ пулсан кӑҫал 20 проценчӗ кӑна ӑна шӗкӗлчеме килӗшнӗ. Чиркӳ ҫыннин шучӗпе чӑваш шкулӗсем «ырах мар тӗллевлӗ» ҫынсене пула асапланаҫҫӗ. «Шута илнӗ тӗнсем пулсан юрӗччӗ-ха, — пӑшӑрханнӑ мӗн Варнава. — Халӗ регистрациленменнисем регистрациленисенчен ытларах. Вӗсем кашниех тӗн шутласа кӑлараҫҫӗ те шкула каяҫҫӗ. Вӗрентекен пулса вырнаҫаҫҫӗ. Хӑйсем вара патшалӑха аркатас тесе хирӗҫле ӗҫсем вӑрттӑн тӑваҫҫӗ». Кун пек фактсем пирки ӗненекенсем систернине те палӑртнӑ Варнава.
Ҫапах православи чиркӗвӗн ытлашши пӑшӑрханма сӑлтав ҫук тесен те эпир ытлашши йӑнӑшас ҫук-тӑр. 2014–2015-мӗш ҫулсенче Вырӑс православи чиркӗвне федераци хыснинчен 1,758 миллиард тенкӗ уйӑрса пама пӑхса хӑварнӑ. «Кӗмӗле» «Раҫҫей нацийӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетес тата Раҫҫей халӑхӗсене культура тӗлӗшӗнчен аталантарас» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрнӑ-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |