Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш енри Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски район сучӗ унччен __Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын пирки тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи юханшыв урлӑ каҫмалли пӗр кӗпере юсама тесе калаҫса татӑлнӑ фирмӑна 74,5 пин тенкӗ таран укҫа куҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку кӗпере 2007 ҫулта вырӑнти агрофирма туса панӑ. Кӗперӗн хӑй хаклӑхӗ 26,5 пин тенке ҫеҫ ларнӑ пулин те ӑна юсама ҫавӑн чухлӗ укҫа куҫарса панӑ. Кӗперӗ вара юсава тивӗҫлӗ те пулман.
Каярах подрядчик юлнӑ укҫаран 20 пинне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне тавӑрса панӑ. Анчах та лешӗ ҫак укҫана кассӑна мар хывнӑ, хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫакна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса тунӑ преступлени тесе квалификациленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |