Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларас йӑлана эпир кӑҫал малалла тӑсрӑмӑр. Асаилтеретпӗр, чи пирвайхи чӑвашла календаре эпир виҫӗмҫул кӑлартӑмӑр — ун чухне 2012 ҫулхи паллӑ юбилярсене вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑвашла кунталӑк пӗлтӗр те кӑларса, анчах «Сӑвар» фондпа пӗрле. Ӑна эпир __Анатолий Розов__ ӳнерҫе халалласа хатӗрленӗччӗ.
Кӑҫал вара эпир тахҫанах шухӑшласа хунӑ кунталӑка пичетлесе кӑлартӑмӑр — хальхинче чӑваш уявӗсемпе. Пирӗн кӑҫалхи календарьте эсир хӑҫан __Сурхури__, хӑш кун __Калӑм эрни__ пуҫланнине, __Ҫӑварнине__ хӑҫан уявламаллине пӗлме пултарайратӑр. Ҫавӑн пекех __Кӑшарни__, __Хӗр сӑри__, __Мӑнкун__, __Ҫимӗк__, __Питрав__, __Нартукан__ уявӗсене кунӗсене те палӑртнӑ. Вӗсене уявламалли кунсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара уяв кунӗсене Фёдор Мадуровпа тата Виталий Станьялпа канашласа палӑртрӑмӑр.
Кунталӑкра официаллӑ уявсене палӑртма та манса кайман. Унсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр паллӑ кунсене уйӑрнӑ.
Каландаре кӑларма укҫа-тенкӗпе «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ, «Сувар Стром» ТМЯП пулӑшнӑ. «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра 500 экземплярпа пичетлесе кӑлартӑмӑр.
Туянас кӑмӑл пур пулсан «СУМ» лавкка урлӑ илме пулать — __http://www.i-sum.su/t/44480.html|**хакӗ 10 тенкӗ**__ кӑна.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |